Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи — тӗрӗк чӗлхисен пӑлхар ушкӑнне кӗрекен пӗртен-пӗр чӗрӗ чӗлхе. Чӑваш Республикинче патшалӑх чӗлхиcенчен пӗри шутланать.

Чӑвашла хаҫат-журнал, кӗнекесем, радио- тата телекӑларӑмсем тухаҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнче те чӑваш чӗлхипе ҫулран ҫул ытларах усӑ кураҫҫӗ.

Чӑваш литература чӗлхи XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче никӗсленнӗ, кириллица саспаллийӗсемпе усӑ курать. Пурӗ 37 саспалли. Чӑваш чӗлхин пурӗ виҫӗ диалект: тури, анатри тата хутӑш.

 

Чӑваш чӗлхи комиссийӗ

http://comissi.chv.su Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссине Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗ чӑваш чӗлхине малалла аталантарас тата лайӑхлатса пырас ыйтусене татса парас тӗлӗшпе пӗрле килӗштерсе ӗҫлеме йӗркеленӗ.

Сӑмах пуххисем online

http://samah.chv.su Чӑвашла словарьсен йышӗ пысӑк — куҫару, синоним, тематика тата ытти тӗсӗсем. Кунта эсир вӗсен пӗр пайне тупма пултаратӑр: чӑвашла-вырӑсла тата вырӑсла-чӑвашла словарьсем, этимологи словарӗ, ҫӗнӗ сӑмахсен пуххи тата ыттисем.

Чӑвашла терминсем

http://termin.chv.su Ку сайтра эсир чӑвашла терминсем ӑсталама пултаратӑр: ҫӗнӗ терминсем сӗнме, терминсем валли чӑвашла вариант шырама тата вӗсене сӳтсе явма.

Электронлӑ вулавӑш

http://lib.chv.su Электронлӑ вулавӑшра эсир чӑвашла текстсемпе паллашма пултаратӑр. Вӗсене авторӑн ятне е ҫырнӑ ҫулне кура тупма пулать. Вылавӑш калӑпӑшлӑ хайлавсемпе тата классикӑллӑ ӗҫсемпе пуян.

Орфографи тӗрӗслемелли хатӗр

http://hunspell.chv.su Ку сайтра эсир Mozilla Firefox браузерпа OpenOffice офис пакечӗсенче чӑвашла ҫырнӑ текстсене тӗрӗслемелли хатӗрсене уҫласа илме пултаратӑр. Кунтах текста та online мелпе тӗрӗслеме майсем пур.

Инҫет вӗренӳ центрӗ

http://inset.chv.su Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ 2007 ҫултанпа чӑваш чӗлхине вӗрентес, тӗрлӗрен ӑмӑртусем ирттерес тӗлешпе ӗҫлет. Тӗп тӗллевӗ — республикӑн тулашӗнчи ачасене чӑваш чӗлхине ӑса хывма пулӑшасси.

Педагогсен канашлӑвӗ

http://pkanash.chv.su Ку ресурсра чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем тӗрлӗ ыйтусем сӳтсе яваҫҫӗ — предмета мӗнле вӗрентмелле, мӗнле пособисемпе тата хатӗрсемпе усӑ курмалла, хӑйсен ӗҫри ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштараҫҫӗ.

Ваттисен сӑмахӗсем

http://as.chv.suВаттисен сӑмахӗсем — ламран лама куҫса пыракан сӑнарлӑ сӑмахсем. Ваттисен сӑмахӗсенче халӑхӑн кун-ҫулӗ, ӑс-хакӑлӗ, шухӑшлавӗ, тӗнчекурӑмӗ ӳкерӗннӗ.

Чӑваш чӗлхин корпусӗ

http://corpus.chv.suЧӑваш чӗлхин корпусӗ — тӗпчевҫӗсем валли кирлӗ чӑвашла текстсен пуххи.
 

Чӑваш халах сайчӗ

http://chuvash.org Чӑваш халӑх сайчӗ — Чӑваш Енпе ун тулашӗнчм чӑваш халӑхне пӗрлештерекен вырӑн. Вӑл — чӑваш пурнӑҫне тӗрлӗ енлӗн (статьясенче, хыпарсенче, шухӑшсенче) сӑнласа-уҫса паракан портал.

Википедин чӑвашла уйрӑмӗ

http://cv.wikipedia.org Википеди — вики-технологипе усӑ курса хатӗрленӗ нумай чӗлхеллӗ ирӗклӗ энциклопеди. Унта эсир тӗрлӗ темӑпа ҫыхӑннӑ статьясемпе паллашма пултаратӑр. Чӑваш уйрӑмӗ 2005 ҫултанпа анлӑ аталанма тытӑннӑ.